Паян, нарӑс уйӑхӗн 28-мӗшӗнче, Сочире иртекен Раҫҫейри инвестици форумӗнче Чӑваш Енӗн тата Чулхула облаҫӗн пуҫлӑхӗсем Михаил Игнатьевпа Валерий Шанцев регионсен правительствисем килӗштерсе ӗҫлесси ҫинчен алӑ пуснӑ.
Сӑмах май, регионсем хушшинчи тавар ҫаврӑнӑшӗ халӗ те пӗчӗк мар, ҫитес вӑхӑтра кӑтартӑва 10 млрд тенке ҫитересшӗн. Ҫак цифрӑна Михаил Игнатьев пӗлтернӗ.
«Ял хуҫалӑхне аталантарма Чӑваш Республикинчен пирӗн чылай вӗренмелли пур. Тавралӑха тирпей-илем кӗртессипе те ырӑ тӗслӗхсем вӗсен самай. Эпӗ сахал мар хулана ҫитсе курнӑ. Шупашкар хули хӑйӗн илемӗпе куҫа илӗртет. Чулхулапа танлаштарсан, Шупашкарта хӑтлӑ, хитре, таса. Эпир Чӑваш Республикипе кӳршӗллӗ регионсем кӑна мар, ӗҫлеме пӗлекен чӑн-чӑн партнерсем пулса тӑтӑмӑр», — тенӗ Чулхула облаҫӗн кӗпӗрнаттӑрӗ Валерий Шанцев.
Шупашкар районӗнче вырнаҫнӑ «Акашевская» чӑх-чӗп хапрӑкӗнче пӗр чӑх та хӑварман, анчах халӗ унта чӗп ҫитӗнтереҫҫӗ. Кун пирки республикӑн ял хуҫалӑх министрӗ Сергей Артамонов тунтикунсерен Чӑваш Ен Правительстви ирттерекен канашлура пӗлтернӗ.
Ларура пулнӑ «Хыпар» журналисчӗ Николай Коновалов хаҫатӑн паянхи номерӗнче ҫырнӑ тӑрӑх, кӑрлач уйӑхӗнчи экономикӑри лару-тӑрӑва тишкернӗ май аш-какай туса илесси чакнине палӑртнӑ. Ҫакна экономика аталанӑвӗн министрӗн тивӗҫне пурнӑҫлакан Инна Антонова асӑнса хӑварнӑ. Сергей Артамонов шучӗпе ку вӑл иртнӗ ҫул ӗҫӗнче «Акашевская» хапрӑкра пӗр чӑх та хӑварманнипе те ҫыхӑнма пултарнӑ. Халӗ унта 56 пин чӗп ӳстерме пуҫланӑ. Асӑннӑ районти «Чувашский бройлер» предприяти те ансат мар вӑхӑта тӳссе ирттерет.
Чӑваш Енри ял хуҫалӑх предприятийӗсемпе фермерсем хальхи вӑхӑтра ака валли вӑрлӑх хатӗрлеҫҫӗ. «Россельхозцентрӑн» Чӑваш Енри филиалӗнче пӗлтернӗ тӑрӑх, республикӑри хуҫалӑхсенче 49,6 пин тонна хатӗрленӗ. Ку вӑл — кирлин 102 проценчӗ.
Тӗрӗсленӗ 48,5 пин тонна пӗрчӗллӗ тата пӑрҫа йышши культурӑран 74 проценчӗ ака валли кирлӗ виҫене ларнӑ. Иртнӗ эрнере кӑна кондициллӗ вӑрлӑх калӑпӑшне 2 процент нумайлатнӑ. Вӑрлӑха тасатассипе пилӗк районта уйрӑмах ӑнӑҫлӑ ӗҫленӗ.
Лайӑх вӑрлӑхпа Вӑрнар (кондициллӗ вӑрлӑх унта 89%), Комсомольски (84%) тата Шупашкар (82%) районӗсем палӑрнӑ.
Вӑрлӑха кондицие лартассипе республикӑри хуҫалӑхсенче пурӗ 97 звено ӗҫлет. Уйрӑмах йышлисем — Патӑрьелпе Елчӗк тӑрӑхӗсенче.
Нарӑс уйӑхӗн 27—28-мӗшӗсенче Сочи хулинче Пӗтӗм Раҫҫейри инвестици канашлӑвӗ (форумӗ) иртет. Унта пирӗн республика ертӳҫи Михаил Игнатьев та хутшӑнать.
ЧР влаҫ органӗсен официаллӑ порталӗнче пӗлтернӗ тӑрӑх, ӗҫлӗ программӑра — федерацин влаҫ органӗсен ертӳҫисемпе, усламҫӑсемпе тӗл пулса калаҫасси. Паян Михаил Игнатьев «Ренова» компанисен ушкӑнӗн директорсен канашӗн ертӳҫипе Виктор Вексельбергпа курнӑҫмалла. Ҫав вӑхӑтра енсем Чӑваш Енре теплица комплексӗ тӑвасси ҫинчен меморандум пусасшӑн. Теплица ыйтӑвӗпе Римри Никколо Кузано ячӗллӗ университетпа килӗштерсе ӗҫлеме ӗмӗтленеҫҫӗ, ҫавна хутпах ҫирӗплетесшӗн.
Ыран инвестици форумӗн пленарлӑ ларӑвӗ иртмелле. Унта ҫӗршыв Правительствин Пуҫлӑхӗ Дмитрий Медведев хутшӑнмалла.
«Ренова» компанисен ушкӑнӗ Чӑваш Енре теплица комплексӗ тӑвасшӑн. Килӗшӗве ЧР Элтеперӗ Михаил Игнатьев тата компани ушкӑнӗн ертӳҫи Виктор Вексельберг ҫитес эренере Сочире иртекен экономика канашлӑвӗнче алӑ пусӗҫ.
Шупашкар хула администрацийӗн пресс-служби пӗлтернӗ тӑрӑх, Сочири канашлу нарӑс уйӑхӗн 27–28-мӗшӗсенче иртӗ. Шӑпах ҫавӑнта Михаил Игнатьевпа Виктор Вексельберг инвестици проектне хута ярасси пирки килӗшӗве алӑ пусӗҫ.
Аса илтерер: итальянсем те пирӗн республикӑра теплица комплексӗ хута ярасшӑн. Кун пирки сайтра пӗлтернӗччӗ.
Нарӑс уйӑхӗн 20-мӗшӗнчен пуҫласа «Чӑваш бройлерӗ» акционерсен уҫӑ обществи ӗҫлеме тытӑнӗ. Чӑх пусса сутас ӗҫ ҫӗнӗрен вӑй илесси пирки чӑх-чӗп хапрӑкӗн официаллӑ сайтӗнче пӗлтереҫҫӗ.
Предприяти чутах панкрута тухманни пирки унччен пӗлтересех тӑнӑччӗ. Телее, унӑн ӗҫӗ-хӗлӗ ҫӗнӗрен чӗрӗлсе тӑрӗ. Ӑна ҫак кунсенче урӑх ҫын ертсе пыма тытӑнӗ. Предприятие Тутарстанри «АГРОСИЛА» ял хуҫалӑх холдингӗ туянӗ.
Ҫак холдингах Владимир Ермолаевӑн «Юрма» агрохолдингне туянасси пирки те нумаях пулмасть пӗлтернӗччӗ. Хуҫа улшӑнсан та вӑл ҫак енӗпех ӗҫлӗ.
Чӑваш агрохолдингӗн ҫӗнӗ хуҫа пулӗ. Кун пирки ЧР влаҫӗсен официаллӑ порталӗ пӗлтерет.
ЧР Элтеперӗ Михаил Игнатьев Шупашкар район пуҫлӑхӗпе тӗл пулнӑ. «Юрма» хуҫи улшӑнасси пирки ҫавӑн чухне тепӗр хут пӗлтернӗ. Михаил Васильевич каланӑ тӑрӑх, Владимир Ермолаев «Юрма» агрохолдинга сутма шут тытнӑ.
«Ӗҫ коллективӗнче социаллӑ йывӑрлӑх пулмалла мар. Хуҫа улшӑнать, анчах предприяти ӗҫӗ ҫавах юлать», — тенӗ Элтепер. Компание Тутарстанри «Агросила» ял хуҫалӑх холдингне сутӗҫ. Михаил Игнатьев ЧР Правительстви лару-тӑрӑва сӑнаса тӑрассине пӗлтернӗ.
Аса илтеретпӗр, «Юрма» чӑх-чӗп хапрӑкне тутарсене сутасси пирки маларах та пӗлтернӗччӗ, кун пирки сас-хура Инвестици климатне лайӑхлатассипе ӗҫлекен канашӑн ларӑвӗнче Михаил Васильевич каланӑччӗ.
Чӑваш Енӗн ял хуҫалӑх министрӗ ӗнер Мускава кайнӑ. Ҫӗршывӑн тӗп хулинче икӗ кун пулнӑ вӑхӑтра вӑл РФ Ял хуҫалӑх министерствин департаменчӗсен ертӳҫисемпе тӗл пулса тӗрлӗ ыйтӑва хускатать.
Экономика тата АПКна патшалӑх енчен пулӑшу кӳрекен департамент пуҫлӑхӗпе Наталия Чернецовапа укҫа пирки калаҫнӑ. Тата тӗрӗсрех каласан, пирӗн региона ҫӑмӑллӑхлӑ кредит валли тупра ытларах уйӑрас ыйтӑва хускатнӑ. ЧР Ял хуҫалӑх министерствин сайтӗнче ҫырнӑ тӑрӑх, кун пирки малтанласа калаҫса татӑлнӑ.
Ӳсен-тӑран, механизаци, химизаци тата ӳсен-тӑрана хӳтӗлес енӗпе ӗҫлекен департамент пуҫлӑхӗпе Петр Чекмаревпа хӑмла отраслӗ пирки сӑмах пуҫарнӑ. Ку тӗллевпе республика хыснинче кӑҫал укҫа-тенкӗ ытларах уйӑрнӑ. Хӑмла ӳстерессипе хатӗрленӗ программӑна федералсем ырлассине тата укҫа-тенкӗ енчен пулӑшассине шаннине те систернӗ Сергей Артамонов.
Ҫӗрпӳри ҫӑкӑр предприятийӗн директорне хӑйӗн ӗҫ вырӑнӗпе ытлашши усӑ курнӑшӑн айӑпланӑ.
«Вектор» СПОК учредителӗ тата Ҫӗрпӳри ҫӑкӑр предприятийӗн директорӗ пӗр фермер хуҫалӑхӗн пуҫлӑхне аташтарса янӑ та хӑйӗн фирмипе 120 тонна тулӑ илесси пирки килӗшӳ алӑ пусма ӳкӗте кӗртнӗ. Фермер тырра панӑ пулать. Кун хыҫҫӑн директор алӑри накладнойпе усӑ курса Ҫӗрпӳри ҫӑкӑр предприятийӗн складӗнчен 100 тонна тулӑ вӑрланӑ.
Унтан хайхискер вӑрлани ҫиеле ан тухтӑр тесе фермер вырӑнне хӑй суя алӑ пусса накладной хутне предприяти бухгалтерине тӑратнӑ. Унтан ытти 20 тонна тырра хӑйӗн валли илнӗ.
Директор пӗтӗмпе 368 пин тенкӗлӗх тӑкак кӑтартнӑ. Ӑна суд 2 ҫуллӑха тӗрмене хупмасӑр айӑпланӑ.
Шупашкар районӗнчи Лапсарта вырнаҫнӑ «Юрма» предприятие унӑн хуҫи, Владимир Ермолаев усламҫӑ, сутса ярасшӑн. Кун пирки Чӑваш Енӗн Элтеперӗ Михаил Игнатьев Инвестици климатне лайӑхлатассипе ӗҫлекен канашӑн ларӑвӗнче пӗлтернӗ.
Экспертсем шухӑшланӑ тӑрӑх, кайӑк-кӗшӗк ӗрчетекен предприятие ярӑнтарни вӑл хупӑнассине, ҫынсем ӗҫсӗр тӑрса юлассине пӗлтермест. Владимир Ермолаевӑн аллинче пулнӑ услама Тутарстанри «Агросила» компани илме пултарать-мӗн. Кӳршӗллӗ регионти ҫав предприяти ӑнӑҫлӑ ӗҫлет тесе калаҫҫӗ.
Шупашкар районӗнчи тепӗр чӑх-чӗп хапрӑкӗпе вара уҫӑмлӑх сахалтарах. Аса илтерер, унти «Чӑваш бройлерӗ» обществӑна панкрута кӑларасшӑн. Чӑваш Енӗн Арбитраж сучӗ «Корма и концентраты» (чӑв. Выльӑх апачӗ тата концентрат) тулли мар яваплӑ обществӑн тавӑҫне иртнӗ уйӑхра пӑхса тухнӑ хыҫҫӑн предприятире панкрут умӗнхи сӑнав процедурине кӗртме йышӑннӑччӗ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (03.08.2025 03:00) уяр ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 752 - 754 мм, 18 - 20 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 0-2 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Крылов Алексей Николаевич, асаилӳсем ҫырса палӑрнӑ ҫыравҫӑ ҫуралнӑ. | ||
| Ырсем Ольга Ивановна, чӑваш халӑх артисчӗ ҫут тӗнчерен уйрӑлнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |